Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи каҫхине вӑл Шупашкарти пӗлӗшӗн хваттерӗнче хӑнара пулнӑ.
Ӳсӗр арҫын тем пайлайман-ҫке — кил хуҫине тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хулари супермаркетсенчен пӗринчен апат-ҫимӗҫ тата ытти хӑш-пӗр тавара вӑрласа тухни ҫиеле тухнӑ. Ҫавӑн чухне те Сӗнтӗрвӑрри арҫынни ӳсӗр пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере 67 ҫулти хӗрарӑма суд тӑвӗҫ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе суд тӑвӗҫ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ӳсӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Сӑмахпа калани ҫитмен пек туйӑннӑ курӑнать — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Арҫынна вӑл темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи ҫулла кабель ҫухатнӑ. Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ. Стройматериала ӗҫ хыҫҫӑн хваттерте хӑварнӑ, хваттере питӗрсе илнӗ, уҫҫине подъездри сейфа хунӑ. Апла пулин те унти пурлӑх — 400 метр тӑршшӗ кабель — ҫухалнӑ.
Вӑрӑсем сейфа ватса уҫҫа кӑларса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тупса палӑртнӑ. Вӑл стройорганизацире тӑрӑшакан рабочисенчен пӗри пулнӑ. Тутарстанри 50 ҫулти арҫын тата унӑн Пермь тӑрӑхӗнчи пӗлӗшӗ вӑрланӑ. Ҫав укҫапа вӗсем эрех туянса ӗҫнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Буинск ялӗнче 47 ҫулти арҫынна пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе маларах пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче арҫын пӗрле пурӑннӑ, хӑйӗнчен виҫӗ ҫул аслӑрах хӗрарӑма кӗвӗҫнипе хӗненӗ. Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӗленчепе те ҫапса пӗтернӗ.
Йывӑр суранланнӑ хӗрарӑм тепӗр кунхине куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ.
58 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршыв ҫыннисене хӑйӗн патне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе 4 ҫын усӑ курнӑ. Ахаль туман-ха вӗсем. Хӗрарӑма укҫа тӳленӗ. Хӑйсем вӗсем хӗрарӑм патӗнче пурӑнман, вӗсене прописка кирлӗ пулнӑ.
Халӗ РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн дознавателӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын дачӑра хӑйӗн кӳршине вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӳрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ, пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫуллахи ҫав кун 51 ҫулти тата 65 ҫулти икӗ арҫын, кӳршӗсем, Шупашкар районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине тапса ҫапса пӗтернӗ. Ӑҫтан май килет, ҫавӑнтан.
Йывӑр суранланнӑ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче ӗҫленӗ арҫын муниципалитет ҫӗрӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗре аукцион ирттермесӗр йӳнӗ хакпа хӑйӗн пӗлӗшне тата тӑванне сутнӑҫи тунӑ. Кайран ҫав лаптӑкран пӗрне 2021 ҫулта сутса янӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫав ҫын хыснана 3 миллион та 378 пин тенкӗлӗх тӑкак кунӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе район судне ярса панӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен вӑлча вӑрланӑ. Ленинла Комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ магазинтан 25 банка хӗрлӗ вӑлча ҫухалнӑ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан, тӑкак 10 пин тенке яхӑн ларнӑ.
Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халь йӗри-тавра камерӑсем лараҫҫӗ те, часах вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл 22 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пакунлисене хайхискер питӗ ӳкӗннине пӗлтернӗ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫынна тӳрех ӗненсе лартма васкамаҫҫӗ те, каччӑ кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Кадыков урамӗнчи лавккаран тӗрлӗ тавар 6 пине яхӑн тенкӗлӗх вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
Шупашкарти сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗрне кӗнӗ ҫӗрте тухтӑр кӳлепине вырнаҫтарса хунӑ. Хулари Чечек урамӗнче вырнаҫнӑ медицина центрӗ ҫапла майпа хӑйсен организацийӗ умне илем кӳрес тенӗ.
Кӗҫех тухтӑр кӳлепине куҫ хывакан та тупӑннӑ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче ҫавна пӗҫертсе кайнӑ.
6 пин тенкӗ тӑракан кӳлепене вӑрланӑ ҫын тӗлӗшпе хулари йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тухтӑр кӳлепине ӳсӗр арҫын килне йӑтса кайнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |